2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен серепине ҫакланман. Ун патне «банкран» шӑнкӑравланӑ та преступниксем ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ.
Арҫын ҫав ҫынна ӗненнӗ, лешӗ каласа пынипе кредит ҫыртарнӑ. Пӗтӗмпе – 749 пин тенкӗ. Кайран ҫав ҫын укҫана илсе вӑл кӑтартнӑ карточка номерӗ ҫине куҫарма ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗн арҫынни иккӗленсе кайнӑ та банка кайса канашланӑ. Унта ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ, кредита хупма пулӑшнӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ.
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чирлӗ упӑшкине сыватас тесе укҫи-тенкине хӗрхенмен. Анчах, шел те, нухрата вӑл ҫын хуйхи ҫинче пуйма именмен ултавҫӑсене панӑ.
58 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки усал шыҫӑпа чирленӗ. Онкологи диспансерне ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм хайхискере «сиплевҫӗ» адресне панӑ. Ку вара чирлӗ упӑшкине сывалма пулӑшас тесе ун патне Мускава сеанса кайнӑ. Лешӗ чирлӗ ҫын валли «эмелсем» парса янӑ, упӑшки сываласса шантарнӑ.
«Сиплев» 900 пин тенке кайса ларнӑ. Хӗрарӑм укҫа-тенке кредит илнӗ. Анчах нимӗнле «сиплевҫӗ» те упӑшкине пулӑшайман.
Чӑваш Енри районсенче 15 шкул автобусӗ панӑ, вӗсемпе шкул сумкакне такӑрлатакан ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ распоряженире палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче икшер автобус лекнӗ. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсене, Улатӑр, Канаш тата Шупашкар хулисене пӗрер транспорт панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ Вӑрмар районӗнче икӗ арҫынна ҫӑлни пирки Инстаграмри страницине хыпар лартнӑ.
Ҫав кун ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем икӗ арҫын юр ӑшӗнче выртнине асӑрханӑ. Хайхискерсем тӑма та шутламан, выртнӑ. «Пирӗн экипаж пулман тӑк, тен, вӗсем киле таврӑнаймӗччӗҫ», - пӗлтернӗ ведомство. Инспекторсем вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Хӗлле, шел те, ҫынсем шӑнса вилнӗ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Урамра выртакан ҫынсене курсан ведомство кун пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать.
Ҫанталӑк кӑштах сивӗтрӗ. Шел те, республикӑра ҫын шӑнса вилнӗ тӗслӗх пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫынсем ентешӗ урамра выртнине асӑрханӑ. 44 ҫулти арҫын килне кӑшт кӑна, темиҫе метр, ҫитеймен, ӳкнӗ. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫынсем ӑна килне илсе кӗнӗ, анчах, шел те, унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ.
Вӑрмар районӗнчи ике яла, Шӑхальпе Хӗрлҫыра, халӗ ҫӗнӗ кӗпер ҫыхӑнтарать. Шӑхальти чиркӳре ӗҫлекен павел атте унчченхи кивӗ кӗпере «Туслӑх кӗперӗ» ят панӑ, халӗ ав вӑл ҫӗнелнӗ.
Икӗ ял пӗр-пӗринчен 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, анчах тавран кайма 12 ҫухрӑм парӑнтарма тивет. Унччен икӗ яла ҫыхӑнтаракан кивӗ кӗпер пулнӑ. Ӑна 2007 ҫулта тунӑ, 2010 ҫулта ӑна юсанӑ. Юлашки вӑхӑтра вара вӑл питех те кивелнӗ, ӑна юсамалла пулнӑ.
Халӑх хӑйсен вӑйӗпе ҫӗнӗ кӗпер туса лартнӑ. Ӗҫ ӗнер кӑна вӗҫленнӗ. Халӗ хӗрлӗҫырсем Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве тавран ҫӳремӗҫ – кӗпер урлӑ каҫӗҫ. Ку уйрӑмах ейӳ вӑхӑтӗнче меллӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем шкула ачасем ҫӳрекен ҫул хӑрушсӑрлӑх енчен еплине тишкернӗ. Вӗсем патне районсемпе хуласенчен 200-е яхӑн хутчен хыпарлакан тупӑннӑ. Тӗлӗнмелле пек те, пуринчен ытла кӑлтӑк — Шупашкарта. Сӑмахран, 11-мӗш вӑтам шкулпа юнашарах — вӗҫне ҫитермен стрйока. Ун йӗри-тавра тытса ҫавӑрнӑ карта тӳнсе кайнӑ. Ачасене ҫав вырӑнтан иртсе ҫӳреме хӑрушӑ. Пӗчӗкскерсем унта кӗрсе кайма та пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар районӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр муниципалитетран та кӑлтӑксене кӑтартса хыпарлакансем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхӗ, тӗпрен илсен, шкул патне каймалли ҫул ҫинче ҫутӑ, тротуарсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем муниципалитетсене кӑлтӑка пӗтерме ыйтса каланӑ.
Вӑрмар районӗнчи Антонина Юнатанова воспитатель «Воспитатель года России» (чӑв. Раҫҫейри ҫулталӑк воспитателӗ) конкурсӑн финалне хутшӑнать. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 17-сменче Мускав облаҫӗнчи Красногорск хулинчи Примаков ячӗллӗ гимназире савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Конкурсӑн финалне регионсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем, пурӗ 79 ҫын, пырса ҫитнӗ. Антонина Юнатанова Вӑрмар районӗнчи «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчинче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. 2004 ҫулта вӑл Узбекистанри Ферганӑри ӳнер коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ куҫӑнсӑр майпа И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи «Шкул ҫулне ҫитменнисен тата коррекци педагогики тата психологи» факультетра ӑс пухать.
Виҫӗ ача амӑшӗ фетртан тата тутӑртан пуканесем ӑсталама юратать. Скрипкӑпа калать.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӑваш сӑвӑҫи Мария Волкова ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине тӑван тӑрӑхӗнче, Вӑрмар районӗнче, паллӑ тунӑ. Ҫакӑн пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Волкова 1933 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӑрмар районӗнчи Карӑкҫырма ялӗнче юрист ҫемйинче ҫуралнӑ. Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1960-1964 ҫулсенче Атӑл леш енчи санатори шкулӗнче чӗлхепе литературӑна вӗрентнӗ, ун хыҫҫӑн Кӳкеҫри шкул-интернатра вӑй хунӑ. 1966 ҫултанпа сывлӑхӗ хавшанипе литература ӗҫӗпе кӑна пурӑннӑ, 1976 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вилнӗ.
Уява Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗпе вырӑнти ял тӑрӑхӗ йӗркеленӗ. Унта Раиса Сарпи, Ангелина Павловская, Лидия Сарине, Раиса Воробьева, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |